Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акци иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ.
Кӑҫал диктанта Александр Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» хайлавӗн сыпӑкӗ тӑрӑх ҫыртарнӑ. Шупашкарта тӑватӑ вырӑнта диктант ҫырнӑ. Акцие шкул ачисем, журналистсем, вӗрентекенсем, студентсем, артистсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, чиновниксем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта диктанта 335 ҫын ҫырнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 355 ҫын. Районсем те хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Патӑрьел районӗнче 592 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ, Комсомольски районӗнче 426-ӑн алла ручка тытнӑ, Шупашкар районӗнче 695 ҫын диктант ҫырнӑ.
Акцие ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал акцие 6 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Пӗлтӗр — 4 305, 2014 ҫулта — 3 700, 2013 ҫулта — 2 300 ҫын диктант ҫырнӑ.
Аса илтерер: акцие «Хыпар» хаҫат, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Чӑваш наци радиовӗ йӗркелет.
Хальлӗхе. Вӑхӑтлӑха. Кайран ӑна ваттисен ҫуртне куҫарӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Хыркассинче пурӑнакан ҫулӗпе ватах та мар хӗрарӑм иккӗмӗш ушкӑн инваличӗ шутланать. Сахар диабечӗпе чирлекенскер нумаях пулмасть инсульт тӳссе ирттернӗ. Унсӑр пуҫне унӑн хӑрах урине татнӑ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен уйрӑмӗн участокри социаллӑ служби нумаях пулмасть ҫав хӗрарӑмпа тӗл пулнӑ. Ҫийӗнчех ӑна район пульницинчи тухтӑрсем патне илсе кайнӑ та медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ.
Пулӑшу кирлӗ хӗрарӑма малтанласа социаллӑ ӗҫчен пӑхса тӑрӗ. Инвалида пурӑнма килӗнче хӑтлӑ условисем ҫуккине кура ҫывӑх вӑхӑтра ӑна стационарлӑ учреждение, тепӗр майлӑ каласан ваттисен ҫуртне, вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ.
Тепӗр пуҫлӑхсем хӑйсем патӗнче тӑрӑшнисем ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн шалӑва вӑхӑтра тӳлесе татма васкамаҫҫӗ. Ҫавӑн пеккисен йышне «Лесцентр» суту-илӳ ҫурчӗ те лекнӗ теме пулать — вӑл та хӑй патӗнче вӑй хунисем ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн хайхисемпе татӑлма васкаман.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама пӗтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ суту-илӳ ҫурчӗн директорӗн ҫумне ӗҫ законодательствине пӑснишӗн административлӑ майпа айӑпланӑ.
«Лесцентрта» станочникра тимленӗ, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӗҫрен пӑрахнӑ ҫынна шалу тӳлесе татассине нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑснӑ. Парӑмӗ пысӑках пулман-ха: 6381 тенкӗ. Ӗҫрен пӑрахнӑ тепӗр ҫынна та асӑннӑ суту-илӳ ҫурчӗ шалу пама васкаман.
Йӗркене пӑснӑшӑн директор ҫумне прокурор йышӑнӑвӗпе 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ премьерӑна куракан патне ҫитерме хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна Наталия Сергеева режиссер лартать.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткишӗн спектакль калӑплас ӗҫ ҫӗнӗ мар. «Ытарайми ҫу кунӗ» спектакль Шупашкар районӗнчи Шинер Тӑрӑн ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищин чӑваш уйрӑмне 1993 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ пултарулӑх ҫыннишӗн шучӗпе улттӑмӗш ӗнтӗ.
Александр Вампиловӑн «Прошлым летом в Чулимске» пьеси тӑрӑх лартакан спектакле психологилле драма евӗр курать режиссер. «Паянхи саманара эпир кашниех хамӑр пирки ытларах шухӑшлатпӑр, хамӑр пурнӑҫпа пурӑнатпӑр, ҫавна май ыттисен чун ыратӑвне асӑрхамастпӑр», — ӑнлантарать вӑл премьера пирки. Спектакле ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пуҫласа курма чӗнеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче физкультурӑпа спорт ӗҫне пуринчен лайӑх йӗркеленӗ. Кун пек пӗтӗмлетӳ патне иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкернӗ хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ.
Спортпа физкультура енӗпе районта еплерех тӑрӑшнине тишкерме ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Кӳкеҫри «Улӑп» центра пуҫтарӑннӑ. Унта спорт ветеранӗсем, хальхи вӑхӑтра спортра хастаррисем, физкультура учителӗсем, тренер-преподавательсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пухӑннӑ.
Янӑш ял тӑрӑхне физкультурӑпа спорт енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн, ку енӗпе районти смотр-конкурсра мала тухнӑшӑн спорт тумтирӗ туянма 10 пин тенкӗлӗх сертификат тыттарнӑ.
Мероприятие республика шайӗнчи тӳре-шара та пырса ҫитнӗ: Чӑваш Енӗн информаци политикин министрӗ Александр Иванов, Конкурентлӑ политика тата тариф службин ертӳҫи Альбина Егорова, Ачасен правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов. Вӗсем пурте — хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнче чылай ҫул ӗҫленӗскерсем.
Паян Шупашкар районӗн пӗрлештернӗ вулавӑш тытӑмӗнче ватӑ ҫынсен прависене прокурор ӑнлантарнӑ.
Тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗ кӳрессине Раҫҫей юрисчӗсен ассоциацийӗн регионти уйрӑмӗ темиҫе ҫул ӗнтӗ йӗркелесе пырать. Уйӑхра пӗрре иртекен кун пек тӗлпулусене прокуратура ӗҫченӗсем, нотариуссем тата ыттисем хутшӑнаҫҫӗ. Хальхинче Кӳкеҫри ҫынсене Шупашкар район прокурорӗн пулӑшуҫи Т.Ю. Баранова йышӑннӑ. Унти прокуратурӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Юрьевна аслӑ ҫулхисен тата сусӑрсен прависем пирки каласа кӑтартнӑ.
Вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсем те юридиципе ҫыхӑннӑ темӑсене уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ май С.П. Яковлева библиотекарь пенсионерсемпе инвалидсен умӗнче тухса калаҫнӑ.
Ватӑсем хӑйсем те чӗмсӗр ларман. Прокурор пулӑшуҫине вӗсем тӗрлӗ ыйту самай панӑ. Вӗсем коммуналлӑ пулӑшу илес, санаторисене тӳлевсӗр каяс, культура учрежденийӗсене ҫӑмӑллатнӑ майпа лекес тата ыттипе кӑсӑкланнӑ.
Тӳлевсӗр пулӑшӑва Шупашкар районӗнче тата ӑҫта илме май пуррине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
«Каллех эп Чӑваша мухтатӑп», — ҫак шухӑша ӗнер Лидия Филиппова поэт Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсемпе иртнӗ тӗлпулура палӑртнӑ.
Шупашкар районӗн пӗрлештернӗ вулавӑш тытӑмӗнче «Мухтав, ҫыравҫӑ! Мухтав, вулакан!» пултарулӑх марафонӗ шучӗпе йӗркеленӗ мероприятие Лидия Филиппова поэт, публицист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ «Пульсация» (чӑв. Чун таппи) кӗнекепе пынӑ. Чуна тивмелле сӑвӑсен пуххинче автор тӑван халӑха мухтать, чунне мӗн канӑҫсӑрлантарнине уҫса парать.
Шупашкар районӗнчи вулавӑшсене Лидия Филиппова «Пульсация» кӗнекене 40 экземпляр парнеленӗ. Унсӑр пуҫне районти тӗп вулавӑшӑн ҫӳлӗкне Геннадий Волков академик ҫинчен кӑларнӑ «Пророк земли Чувашской» пуянлатӗ. Шупашкар районӗн пӗрлештернӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева вулавӑш ӗҫченӗсем уҫӑ кӑмӑллӑ пултаруллӑ автора чунтан тав тунине пӗлтерет.
Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнчи халӑх «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем ача пахчишӗн тӳлемелли тӑкак пысӑккипе кӑмӑлсӑр.
Валентин Николаев ача пахчинче шӑпӑрланшӑн кунне 100 тенке кайса ларнине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах ку тӑкак Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта — 80-90 тенкӗ. Ҫӗнӗ Тутаркассинчи ача пахинчи тӳлеве темиҫе уйӑх каялла ӳстернӗ.
Шупашкар район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн шкул умӗнчченхи информаципе аналитика центрӗн методисчӗ Альбина Князева каланӑ тӑрӑх, тӳлеве кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен хӑпартнӑ. Асӑннӑ ача пахчинче ӑна 2 ҫул ӳстермен-мӗн. Роспортебнадзорӑн ӗҫченӗсем темиҫе хут та тӗрӗслевпе ҫитнӗ, апатлану пахалӑхӗ тивӗҫтерменнине палӑртнӑ. Тӳлеве ӳстерни вара менюна пуянлатма, рациона пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, чӑкӑт кӗртме май панӑ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Волжанка» санаторинче зоокӗтес те пур. Унта икӗ курпунлӑ тӗве усраҫҫӗ. Ирӗке хӑнӑхнӑ чӗрчуна картара хупса усрани хӑех тӗлӗнмелле пек те, унта пурӑнакан тӗве ами нумаях пулмасть йыш хушнӑ.
Тӗве ами санаторине епле лекни пирки «Волжанкӑн» гендиректорӗ Алексей Лапшин ҫапларах каласа панӑ. Кӑнтӑр енчи чӗрчуна пуҫлӑха Казахстанри тусӗсем парнеленӗ. Инҫе ҫӗртен тӗвене ятарлӑ фургонта илсе килнӗ.
Виҫӗ ҫулхи тӗве ами, ӑна Гуля ят панӑ, ҫак кунсенче амӑшӗ пулса тӑнӑ. Казахстанран ҫитӗ хаклӑ парне пӗтӗ пулнине никам та пӗлмен иккен. Санаторире тӑрӑшакансем ӗҫе ҫитеҫҫӗ те Гуля пӗчӗк тӗвепе тӑнине асӑрхаҫҫӗ. Халӗ амӑшӗпе ачине уйрӑм вырӑна куҫарнӑ. Тӗве ҫури ултӑ уйӑх амӑш сӗчӗпе тӑранса пурӑнӗ. Тин кӑна ҫӑвӑрланӑ тӗве амине те тутлӑ тӑрантараҫҫӗ: унӑн рационне кишӗр, купӑста тата ытти тутлӑ ҫимӗҫ кӗртнӗ.
Пурнӑҫра тӗрлӗрен ҫаврӑнса тухма пултарать те, ҫынсен юристсенчен куҫӗнчен те пӑхма тивет. Кун пеккисене тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗ кӳрекен службӑсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫак ыйтупа нумаях пулмасть Шупашкар районӗнче иртнӗ канашлусенчен пӗринче хускатнӑ. Канашлӑва асӑннӑ район прокурорӗн ҫумӗ Рафаил Ахмадуллин та хутшӑннӑ.
Халӑха право пӗлӗвне тӳлевсӗр кӳни шутне ҫынсене пичет продукцийӗ урлӑ кирлӗ информаципе хыпарлани те кӗнине пӗлтерчӗҫ Шупашкар район прокуратуринче.
Сӑмах май каласан, райадминистрацин юридици секторӗ те ҫынсене укҫасӑрах пулӑшнине ӗнентерет. Иртнӗ ҫул, сӑмахран, хайхи тӳре-шара патне 19 ҫын пынӑ.
Асӑннӑ муниципалитета илсен, тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвне унта уйӑхӑн иккӗмӗш тата тӑваттӑмӗш кӗҫнерникунӗнче, ирхи 8-тан пуҫласа 17 сехетчен, Кӳкеҫри Шоссе урамӗнчи 15-мӗш ҫуртри 11-мӗш пӳлӗмре кӳреҫҫӗ.
Кӳкеҫри Совет урамӗнчи 4-мӗш ҫуртри «Защита» (чӑв. «Хӳтлӗх») ваккатсен коллегийӗн ваккатӗнчен Эрнест Анатольевич Ивановра та тӳлевсӗр консультаци илме пулать. Унӑн телефонӗсем: (8-83540) 2-16-47 тата 8-937-386-63-40.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |